Патӑрьелти питомникра хурлӑхан, чие ҫырли, слива, панулми ӳстереҫҫӗ. Вӗсемшӗн санкцисем хӑрушӑ мар. Анчах Чӑваш Енре пӗрре вуннӑмӗш пайӗ ҫеҫ юлӗ. Ыттине республика тулашне ӑсатӗҫ. Санкцисем чӑваш аграрине ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеме май параҫҫӗ. Чӑваш Ен ҫыннисем хӑйсен продукцине ытларах ҫиме пуҫлӗҫ.
Патӑрьел питомникӗнче яланах тухӑҫлӑ улма-ҫыра туса илеҫҫӗ. 50 гектар ҫӗр ҫинче панулмин 80 сорчӗ, вун-вун тӗслӗ груша, чие ҫырли, слива тата ыттисем ӳҫеҫҫӗ. Питомникра хунавсем те ӳстереҫҫӗ. Унти ӗҫченсем пӗтӗм Раҫҫйри ярмӑрккӑсенчен наградӑсемпе таврӑнаҫҫӗ.
Йывӑҫсене 1-2 хут сапаҫҫӗ. Унта — экологи тӗлӗшӗнчен таса теме те пулать. Патӑрьел питомникӗ Раҫҫее улма-ҫырлапа 81 ҫул тивӗҫтерет.
Патӑрьел районӗнче пурӑнакан Васса Николаева 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗнче пульницӑра нихӑҫӑн та выртман.
Васса Николаева хӑйне лайӑх туять. Пӗлтӗр вӑл вӑрмана кӑмпа татма та кайнӑ. Ӑна ҫурланӑ кунпа уявлама тахҫанах курман тӑванӗсем те килнӗ.
Васса Николаев ӗҫпе пиҫӗхсе ӳснӗ. Унӑн шкулта вӗренме май килмен, ҫавӑнпа вӑл ҫырма, вулама пӗлмест. Ватӑскер вырӑсла та калаҫма пӗлмест. Унӑн тӑван чӗлхи — чӑваш чӗлхи. Ашшӗ-амӑшӗ ӑна ҫирӗп воспитани панӑ. Вӑл ашшӗпе тата пиччӗшӗпе вутӑ хатӗрленӗ, колхозра ӗҫленӗ.
Васса Николаева Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче икӗ ывӑлне ҫухатнӑ. Вӑл виҫӗ ачипе юлнӑ. Васса Клементьевна мӑнукӗн ачисемпе выляма юратать, вӗсемпе мечӗк тапать.
Пӗлтӗр вӗсен ҫуртне газ кӗртнӗ. Ватӑскер кӑмакана ҫӗмӗрнӗшӗн халӗ те пӑшӑрханать. Ара, унта вӑл кукӑль пӗҫернӗ, кӳршисене хӑналанӑ. Васса Николаева ачисен мӑнукӗпе, вӗсен ачисемпе киленет. Вӗсем унӑн пурӗ — 62-ӗн.
Авӑнӑн 2-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре 267 пин гектар ҫинчи тыр-пула пухса кӗртнӗ. Ҫав шутра — 93,3 пин гектар тулӑ. Пӗтӗмпе 81% тыр-пула вырнӑ. Кун пирки ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтерет.
Елчӗк районӗнче вырма вӗҫленнӗ. Патӑрьел районӗнче 90 процентне пухса кӗртнӗ. Элӗк тата Шупашкар районӗсем варахрах ӗҫлеҫҫӗ.
Чӑваш Енре пӗтӗмпе 473,6 тонна тырӑ вырнӑ. Вӑрнар, Красноармейски, Етӗрне районӗсенче 1 гектартан тухӑҫ ытларах туса илнӗ. Чи сахалли — Улатӑр, Ҫӗмӗрле районӗсенче.
Уй-хирте ҫӗрулми кӑларас ӗҫ пырать. Хальлӗхе 751 гектар ҫинчи ҫимӗҫе пухса кӗртнӗ.
Раҫҫейӗн ял хуҫалӑх министрӗ Чӑваш Енри хуҫалӑхсене тӗрӗслесси пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Республикӑн пӗрремӗш Президенчӗ, ҫӗршывӑн хальхи ял хуҫалӑх министрӗ Николай Федоров ӗнер Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗн студенчӗсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа саламланӑ.
Ял хуҫалӑх академине пынӑ май Николай Федоров вӗренӳ заведенийӗн ректорне Людмила Линика илемлӗ чечек ҫыххи тыттарнӑ. Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа ирттернӗ митинг хыҫҫӑн Федоров академин Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 41-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ общежитине ҫул тытнӑ. Унта пӗрремӗш хут пулнӑ чух вӑл тӗлӗнмеллипех тӗлӗннине аса илнӗ. «Каҫарӑр та, тепӗр хуҫалӑхсенче выльӑх-чӗрлӗх витисем лайӑхрах», — тенӗ иккен вӑл. Общежитие тӗпрен юсама 40 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрма ҫине тӑнине пӗлтернӗ. Халӗ студентсене пурӑнма унта хӑтлӑх кӳнӗ. Икӗ ҫын пурӑнмалӑх пӳлӗмсене компьютер лартса панӑ имӗш тата тӗнче тетелне тухмалла тунӑ. Унтан вӑл Тимирязев академийӗпе ирттернӗ видеоконференцие хутшӑннӑ. Унта вӑл Хусанти университетра хӑй вӗреннӗ чух тӑватӑ вырӑнлӑ пӳлӗмре пиллӗкмӗш пулнине аса илнӗ.
Республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче вырма малалла пырать. Ӗҫҫи епле пынине республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев хула тата район пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ видеоконференцире те сӳтсе явнӑ.
Паян вырмана пӗрремӗш хуҫалӑх та пур республикӑра. Патӑрьел районӗнчи «Батыревский» акционерсен хупӑ обществинче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене вырса пӗтернӗ. Асӑннӑ хуҫалӑх ертӳҫи Петр Ялуков пӗлтернӗ тӑрӑх пӗрчӗллисене 1 пин гектар ытла лаптӑк ҫинче ҫапса тӗшӗленӗ. Вырмана унта ҫурлан 8-мӗшӗнче тухнӑ та виҫӗм кун ӗҫе вӗҫленӗ. Ӗҫе пурӗ виҫӗ «Дон-1500» тата икӗ «Палессе» комбайна явӑҫтарнӑ. Вырмара Геннадий Арланов, Геннадий Ялуков тата Николай Викторов экипажӗсем уйрӑмах хастар ӗҫленӗ. Тухӑҫ гектартан 32 центнер тухнӑ.
Республикӑри шкулсем ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрленеҫҫӗ. Чылайӑшӗ ачасене кӗтсе илме хатӗр ӗнтӗ.
Патӑрьел районӗнчи 24 шкул вӗренӳ ҫулне пуҫлама хатӗр. Тепӗр 7 шкул хальлӗхе ку енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкул тӗрӗслев комиссине килме 9 кун тӑхтама ыйтнӑ. Кунта сусӑр ачасене вӗренмелли условисем тӑвасшӑн-мӗн.
Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкулта 360 ача вӗренет, вӗсенчен 6-шӗ — сусӑрсем. Гелсирень Абейдуллова директор каланӑ тӑрӑх, шкул 1976 ҫулта уҫӑлнӑ, анчах унтанпа пысӑк юсав ӗҫӗсем ирттермен. Кӑҫал сусӑрсем валли мӗнпур условие тума палӑртнӑ-мӗн. Иккӗмӗш хута юсаса пӗтернӗ, халӗ пӗрремӗшӗнче ӗҫлеҫҫӗ.
Юсав ӗҫӗсене авӑнӑн 1-мӗшӗ тӗлне пӗтерессе шантараҫҫӗ шӑнкӑртамсем.
Халӗ тӳресемпе чиркӳ ҫыннисене час-часах юнашар курма пулать. Ҫӗршыв пуҫлӑхӗсем, ав, пысӑк уявсене чиркӗве кайнине телевизорпах кӑтартаҫҫӗ. Маларах тӗне кӗрес тесен те чиркӗве вӑрттӑн кайнӑ та, халӗ атеизм самани мар — чармаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов чиркӳ ҫыннисен хисепне тивӗҫнӗ. Ӑна сӑваплӑ Сергий Радонежскийӗн 700 ҫулхине халалланӑ партиарх паллипе чысланӑ. Ӑна Улатӑр тата Пӑрачкав епископӗ Феодор ҫурлан 20-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче пулнӑ чух ҫакса янӑ. Сӑкӑт тӑрӑхӗнче пулнӑ май чиркӳ ҫынни Патӑрьелти район пульницине те ҫитнӗ. Унта ӗҫлекенсем, сипленекенсем тата районта пурӑнакансем укҫа пухнипе ҫавӑнта сӑваплӑ Николай ячӗллӗ часовня уҫнӑ.
Ҫурлан 21-мӗшӗнче Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитрӗ.
Айхи — Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ, К. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн, Ф. Петрарка Хрантсуссен академийӗн, Кӑнтӑр Тироль премийӗн, Б. Пастернак тата ытти преми лауреачӗ. Патӑрьелсем ун ячӗпе пушшех мӑнаҫланма пултараҫҫӗ. Ара, вӑл унти чӑваш-ҫке.
Вырӑс чӗлхипе ҫырса тӗнчене чапа тухнӑ чӑваш поэчӗ малтанхи сӑввисене тӑван чӗлхепе ҫырнӑ. Унӑн хайлавӗсем 1949 ҫулта пуҫласа кун ҫути курнӑ. Айхин кӗнекисем каярах Чехословакинче, Швейцаринче, Францинче, Англинче, Польшӑра, Венгрире, Югославинче, Нидерландра, Швецинче, Данинче, Финляндинче, Болгаринче, Турцинче тата Японире пичетленнӗ.
Патӑрьелти ача-пӑча вулавӑшӗн вулав залӗнче «Тӗнче пӗлет Айхине» кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Унта поэтӑн тӗрлӗ ҫулхи сӑввисем, поэмисем, маларах икӗ томпа пичетленнӗ ҫырнисен пуххи, Айхи пирки унӑн тусӗсемпе паллаӑ ҫынсем аса илнисем вырӑн тупнӑ.
Куравӑн пӗр пайне поэтӑн йӑмӑкне, Ева Лисинӑна, халалланӑ. Вӑл — ятлӑ ҫыравҫӑ, куҫаруҫӑ. Иртнӗ уйӑхӑн 26-мӗшӗнче вӑл 75 ҫул тултарнӑ.
Патӑрьел районӗнче ҫуралнӑ Владимир Васильевич Селенин 1967–1979 ҫулсенче Хӗрлӗ Чутай шкулӗнче ачасене вырӑс чӗлхине тата вӑй-хал культурине вӗрентнӗ. Ҫак хушӑра вӑл сахал мар спортсмен хатӗрленӗ.
Вӗрентекен хӑй те футбол вылякансен пӗрлештернӗ район командин пайташӗ пулнӑ. Владимир Селенин районта хоккей вӑййине аталантарассине те пысӑк тӳпе хывнӑ. Унӑн тӑрӑшулӑхне пула Кивӗ центрти чиркӳ ҫумӗнчи пӗве ҫинче хоккей площадки ӗҫленӗ. Ун ҫинче час-часах республикӑри хуласемпе районсен хоккеисчӗсем тӗл пулнӑ. Владимир Селенин ял спортсменӗсем хушшинче ҫичӗ-сакӑр хутчен республика чемпионӗ пулнӑ, виҫӗ хутчен Чӑваш Республикин Кубокне тивӗҫнӗ. Шел пулин те, паллӑ спортсменӑн пурнӑҫӗ вунӑ ҫул каялла ҫурлан 14-мӗшӗнче йывӑр чире пула 57 ҫулта татӑлнӑ.
Районти спорт ветеранӗсен канашӗ паллӑ спортсмена асӑнса ҫурлан 15-мӗшӗнче Питӗркассинчи «Спартак» стадионта мини-футбол выляс енӗпе турнир ирттернӗ.
Ҫурлан 18-мӗшӗнче, паян, Патӑрьел районне «Ӗренпурти наци культурин чӑваш автономийӗ» общество организацийӗ ҫитсе курнӑ.
Хӑнасене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов кӗтсе илнӗ. Ҫак общество организацийӗ кӑҫал «Акатуй — Сапантуй» уява хутшӑннӑ, Патӑрьел тӑрӑхӗнчи халӑхӑн культурипе, йӑлипе паллашнӑ. Паян вара хӑнасене Николай Глухов районӑн социаллӑ экономика аталанӑвӗ пирки каласа кӑтартнӑ, вырма ӗҫ-хӗлӗпе паллаштарнӑ.
Хӑнасем «Юрма» агрохолдинг ӗҫӗпе те паллашнӑ. Организацире 12 пин ытла сысна ӗрчӗтеҫҫӗ. Кӑҫал унта 1150 тонна аш-какай хатӗрленӗ. Ку пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 30% ытларах.
Хӑнасем патӑрьелсен ӗҫне пысӑк хак парса малашне хутшӑнса ӗҫлемеллине палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |